Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх

 

3734Ӗмӗр тикӗс килмест.Пурнӑҫ — Вилӗм
3735Ӗмӗр Турри чун сыхлать.Пурнӑҫ — Вилӗм
3736Ӗмӗр хӗрарӑм хыҫҫӑн каймаҫҫӗ.Пурнӑҫ — Вилӗм
3737Ӗмӗр ярханах килмест.Пурнӑҫ — Вилӗм
3713Ӗмӗрӗ иртиччен ӗмпӳ те виҫҫӗ ларса йӗнӗ тет.Пурнӑҫ — Вилӗм
3738Ӗмӗрӗн сакки вӑрӑм.Пурнӑҫ — Вилӗм
3739Ӗмӗрлӗх ним те ҫук.Пурнӑҫ — Вилӗм
3740Ӗмӗрпе ҫын куҫӗнчен пӑхас марччӗ теҫҫӗ.Пурнӑҫ — Вилӗм
3741Ӗмӗрте ачу-пӑчунтан та ҫӑкӑр ыйтӑн.Пурнӑҫ — Вилӗм
3742Ӗмӗрте ӗне те лаша вырӑнне пулнӑ.Пурнӑҫ — Вилӗм
3743Ӗмӗрте катӑк пуртӑ та кирлӗ пулнӑ.Пурнӑҫ — Вилӗм
3744Ӗмӗрте кашнине пӳрт лартма килет.Пурнӑҫ — Вилӗм
3745Ӗмӗрте пӗрре ӗне те карта ҫӗмӗрет.Пурнӑҫ — Вилӗм
3746Ӗмӗрте пӗрре йӑнӑшасси те пулӗ.Пурнӑҫ — Вилӗм
3747Ӗмӗрте пӗрре чула та чун кӗрет.Пурнӑҫ — Вилӗм
3748Ӗмӗрте сар кайӑк та хурланать.Пурнӑҫ — Вилӗм
3749Ӗмӗрте ҫукка Турӑ та пӑхать.Пурнӑҫ — Вилӗм
3750Ӗмӗрте тӑван та ют пулать.Пурнӑҫ — Вилӗм
3751Ӗмӗрте хӗвел те Турӑ пулнӑ.Пурнӑҫ — Вилӗм
3752Ӗмӗрте хурапа шурӑ нумай иртет.Пурнӑҫ — Вилӗм
3753Ӗмӗрте хывӑх та ҫӑкӑр пулнӑ,Пурнӑҫ — Вилӗм
3754Ӗмӗрте чул та тимӗр каснӑ.Пурнӑҫ — Вилӗм
3755Ӗмӗрте чул та хуҫа пулнӑ тет.Пурнӑҫ — Вилӗм
3756Ӗмӗрте шурлӑх та типет.Пурнӑҫ — Вилӗм
3757Ӗне айне лармасӑр ӗмӗр ирттерме ҫӑмӑл мар.Пурнӑҫ — Вилӗм
3758Ӗне ури пусмасӑр пурнӑҫ мӗнне пӗлместӗн.Пурнӑҫ — Вилӗм
3759Ӗҫ пӗрле ан пултӑр, ҫӑва пӗрле пултӑр.Пурнӑҫ — Вилӗм
3760Ӗҫлекен вилмест теҫҫӗ, ҫывӑраканӑн вилӗмӗ ҫухрӑмра тӑрать теҫҫӗ.Пурнӑҫ — Вилӗм
3761Илтес кунта илтесси нумай, курас кунта курасси нумай.Пурнӑҫ — Вилӗм
3554Иреклӗ касак тӗнче касать.Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх
3546Ирӗк виҫеллӗ пулни аван теҫҫӗ.Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх
3547Ирӗк памасан ҫирӗк те ӳсеймест.Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх
3548Ирӗк парсан вӑр-хурах та иртӗнет.Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх
3549Ирӗк пулсан ирҫе те икӗ арӑм туянӗччӗ.Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх
3550Ирӗк шыракан хӗсӗк тупнӑ.Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх
3551Ирӗке тухсан лаша та савӑнать.Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх
3552Ирӗке ярсан ыр арӑм та пӑсӑлать.Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх
3553Ирӗклӗ вӑхӑт час иртет.Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх
3555Ирӗклӗ ҫын икӗ хевтеллӗ теҫҫӗ.Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх
3556Ирӗклӗ ҫын кӗрӗклӗ.Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх
3557Ирӗклӗ чун ирӗкех туртать.Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх
3558Ирӗклӗх ҫинчен калаҫма ирӗк сахал.Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх
3559Ирӗклӗх ылтӑнран та хаклӑ.Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх
3560Ирӗклине ирӗк.Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх
3561Ирӗкре апат яланах тутлӑ.Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх
3562Ирӗкре пурӑнса ирӗкре вилмелле пултӑр теҫҫӗ.Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх
3563Ирӗкре ӳсекен йывӑҫ ҫӳллӗ пулмасть.Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх
3564Ирӗкри хӗрарӑм иртӗхме пӑхать.Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх
3565Ирӗкри ыйхӑ тутлӑрах.Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх
3566Ирӗксӗр кунтан кукамай.Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх